Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Комсомольски районӗнче «Гранта» «Шкода Октавиа» машина ҫине пырса кӗнӗ. Иномарка сулахаялла пӑрӑнма чарӑннӑ пулнӑ. Ӑна ҫапса кайнӑ хыҫҫӑн «Гранта» фурӑпа тӑрӑннӑ.
Аварире ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ: «Шкода» водителӗн чӗри тапма чарӑннӑ. «Гранта» рулӗ умӗнче 17 ҫулти водитель ларнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ, унпа пӗрле хӗр салонра пынӑ. Вӗсем иккӗшӗ те пульницӑра.
Ҫамрӑк водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. «Грантӑна» 17 ҫулти каччӑн пӗлӗшӗ тара илнӗ-мӗн, ку вара улталаса унӑн рулӗ умне ларнӑ /хальлӗхе кун пирки тӗп-тӗрӗс калама ҫук/.
Районсенче тыр-пул вырас ӗҫ хӗрсех пырать. Ҫанталӑкӗ лайӑхланчӗ – комбайнерсем кунӗпех уйра. Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Пучинке ялӗ ҫывӑхӗнчи уй-хирте комбайн ҫунма тытӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Енри ШӖМ пӗлтерет.
Уй-хир карапӗ 2007 ҫулта кӑларнӑскер пулнӑ. Тырӑ вырнӑ вӑхӑтра, каҫхи 6 сехет тӗлӗнче, вӑл ҫунма тытӑннӑ. Ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем комбайнран тухакан тӗтӗме асӑрхасан пушарнӑйсене чӗннӗ. Лешсем вырӑна ҫитнӗ те ҫулӑма 5 минутранах сӳнтернӗ.
Комсомольски районӗнчи пӗр ветеринари участокӗн заведующийӗ полици ӗҫченне сӗтев панӑ тесе шутлаҫҫӗ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, заведующи полицейские 50 пин тенкӗ пама тӑнӑ. Ҫапла майпа заведующи ветеринари справкисен тӗрӗслевӗнчен хӑтӑласшӑн пулнӑ.
Полицейски сӗтев илме хирӗҫленӗ. Заведующие вара тытса чарнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Комсомольски районӗнчи Урмаел ялӗнче «ц» саспаллине халалласа палӑк лартасшӑн. Вӑл районта пурӑнакан, «ц» саспаллипе калаҫакан тутарсене халалланӑ палӑк пулӗ.
«Эпӗ шутланӑ тӑрӑх, тен, «ц» саспаллипе калаҫакан мишерсен ячӗпе палӑк лартмалла. «Ц» саспалли пирӗн калаҫу чӗлхине кӑтартать. Ҫынсем шухӑша ырларӗҫ. Проекта йышӑннӑ, ҫитес вӑхӑтра Культура ҫурчӗ умне палӑка лартӑпӑр», - тенӗ Регионти тутарсен наципе культура автономийӗн канашӗн председателӗ Фарит Гибадтинов.
Вӑл тата акӑ мӗн палӑртнӑ: тутар чӗлхи диалектсемпе тӗрлӗ ушкӑнсене пӗрлештерет – мишерсем, тептярсем, Ҫӗпӗр тутарӗсем… «Ҫав вӑхӑтрах мишерсене калаҫу чӗлхипе уйӑраҫҫӗ, Эпир, тӗслӗхрен» «ц» саспаллипе калаҫатпӑр», - тенӗ Фарит Гибадтинов.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Пӑрачкав районӗнчи «Заветы Ильича» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче комбайн ҫуннӑ. Пушарпа кӗрешекенсем патне инкек пирки 16 сехет те 25 минутра ҫитнӗ.
2010 ҫулта туса кӑларнӑ комбайн хирте ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑма асӑрхасан комбайнер ҫухалса кайман — сӳнтерме тытӑннӑ. Ҫулӑм сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа кӑҫал пирӗн республикӑра автомобильсем 51 хутчен ҫуннӑ. Шупашкарта 21 пушар тухнӑ, Ҫӗмӗрлере — 5, Муркаш районӗнче — 4, Ҫӗрпӳпе Вӑрмар районӗсенче — 3-шер, Комсомольски, Патӑрьел, Шӑмӑршӑ районӗсенче — 2-шер, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Елчӗк районӗсенче — 1-ер. Машинӑсен хуҫисем пушара пула 10,5 миллион тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.
Каҫал тӑрӑхӗнчи усламҫӑ ҫамрӑксене килӗштерет. Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын-усламҫӑ кафере ӗҫлеме поварсене тата кассир-официантсене шыранине хыпарланӑ. Пӗлтерӗве кӑҫалхи ака тата ҫу уйӑхӗсенче тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ.
Арҫын ҫамрӑксене ҫеҫ ӗҫе илес кӑмӑллине пӗлтернӗ. Усламҫӑна юрӑхлӑ поварсен, кассирсемпе официантсен 35 ҫултан аслӑ пулмалла мар иккен. Ҫав пӗлтерӗве прокуратура ӗҫченӗсем асӑрханӑ. «Мӗнле-ха капла? Ку вӑл ҫула кура хӗсӗрлени пулать вӗт» — тӗлӗннӗ пакунлисем. Тата ҫын 35-рен аслӑраххи ӗҫлеме пултараймассине пӗлтермест-ҫке.
Усламҫӑна ӗҫ вырӑнӗсем пуррине Ӗҫлӗх центрне пӗлтерменшӗн те явап тыттарас тенӗ.
Ҫапла вара суд арҫынна 3 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Шупашкарти тӗп пляжра пӗр эрнере пӗр вырӑнтах 17 ҫын чутах путса вилмен. Юрать, вӗсене специалистсем ҫӑлнӑ. Мӗн амакӗ ку? Ҫав вырӑнта авӑр е шӑтӑк пур-мен.
Ку ыйтӑва Шупашкар хула адмистрацийӗнче иртнӗ планеркӑра пӑхса тухнӑ. Администраци пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков специалистсене ҫав вырӑна лайӑх тӗрӗслеме, чикӗлеме хушнӑ.
Палӑртмалла: авӑрта путма пуҫланӑ 17 ҫынран 16-шӗ – ачасем. Шар курнисене тухтӑрсем пулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Комсомольски тата Муркаш районӗсенче 9 ҫулти арҫын ачапа хӗрача шывра путни пирки хыпарланӑччӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Енри икӗ районта 9 ҫулти ачасем шыва путса вилнӗ. Вӗсенчен пӗри, хӗрача, Комсомольски раойнӗнчи Хирти Мӑнтӑр ялӗ патӗнчи шыва шар курнӑ. Унпа пӗр ҫулхи арҫын ача Муркаш районӗнчи Ҫӗньял Хуракасси ялӗ патӗнчи пӗвере куҫне хупнӑ.
Инкек пирки пӗлнӗ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем ҫийӗнчех тӗпчев пуҫарнӑ.
Асӑннӑ управленин ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Димитриев пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем ишме пӗлмен. Вӗсем шывпа антӑхса кайса вилнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӗчӗкскерсене юри путарнӑ е вӗлерсе шыва пӑрахнӑ теме тӗпчевҫӗсен сӑлтав ҫук.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче шыв-шур хӗрринче асӑрханмаллине тепӗр хутчен аса илтереҫҫӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Каҫал тӑрӑхӗнче сухаҫӑсен конкурсӗ иртӗ.
Ӑмӑрту Комсомольски ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрман уҫланкинче пулӗ. Унта 18 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсемпе арҫынсене чӗнеҫҫӗ. Анчах пурне те мар. Вӗсен паспорт кӑтартмалла. Конкурс умӗн тухтӑр тӗрӗслевӗ витӗр тухма, техника хӑрушсӑрлӑхӗн парвилисене ӑша хывса инструктаж итлеме тивӗ. Ҫаксене пӑхӑнманнисене тата конкурса кая юлса ҫитнисене ӑмӑртӑва хутшӑнтармӗҫ.
Конкурс тӗллевӗ тесе вара чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине халӑхра сарасси, лаша спортне аталантарасси, ҫамрӑксене лашана хисеплеме вӗрентесси тесе ӗнентереҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнакансене ирхи 8 сехетрен 11-ччен шута илӗҫ, медицина тӗрӗслевӗ витӗр кӑларӗҫ. 11 сехетре ӑмӑрту пуҫланӗ. Конкурса районти Акатуя халалланӑ.
Ҫак кунсенче Шупашкарта, 7-мӗш типографире Чӑваш халӑх поэчӗ, Комсомольски районӗн «Кӗтне» ентешлӗхӗн Канашӗн председателӗ Валери Туркай пухса хатӗрленӗ «Это — наша с тобой биография!.. Комсомольский район, 1939-2019. Только самые интересные факты» документсен пуххи кун ҫути курнӑ. Ку пулӑ республикӑри чи ҫамрӑк районсенчен пӗри, Комсомольски районӗ 80 ҫул тултарнине халалланӑ.
З000 экземплярпа кӑларнӑ кӗнекен аннотацийӗнче каланӑ тӑрӑх, вӑл пӗтӗмпех иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсен вӗҫӗнчи, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи пурнӑҫа сӑнлакан, куҫ умне кӑларса тӑратакан документсенчен тӑрать.
Валери Туркай пухса хатӗрленӗ, кун ҫути кӑтартнӑ кӗнекен умсӑмахӗн авторӗ Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ, Раҫҫей Федерациӗн хисеплӗ строителӗ В.Н.Гордеев документсен пуххине акӑ еплерех хаклать: «Это — наша с тобой биография!..» кӗнекен алҫырӑвне эпӗ савӑнса та хавхаланса вуласа тухрӑм, тӑван районӑм ҫинчен — унӑн пурте пӗлекен паттӑрӗсемпе ял ӗҫченӗсем ҫинчен ял хуҫалӑхӗн район экономики еплерех аталанни ҫинчен — ҫӗннине нумай пӗлтӗм. Шансах тӑратӑп, эсӗ те ку кӗнекере хӑвӑн валли хӑвна кирлине, хӑвӑншӑн усӑллине тупатӑнах!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |